У лукоморья дуб зелёный Чувашский язык

Пур тинĕс кукринче юман,
Ун çумĕнче пур ылтăн сăнчăр.
Пулать-и каç, çитет-и кăнтăр
Ăслă кушак аçи ялан
Тек çаврăнать сăнчăрпалан.

Сылтăмалла кайсан - ун юрă,
Сулахая кайсан – юмах.
Унта тĕлĕнмелли тем курăн…
Ав, арçури çÿрет унтах.

Турат çинче ларать пĕр вутăш,
Тухман-иртмен çулсемпелен,
Курман-илтмен те кайăксен
Йĕр паллисем выртаç те хутăш,
Унта пÿрт чăх ури çинче
Çук алăк ун, çук чÿрече.

Унта мĕн çук-тăр хир-вăрманăн:
Кăвак çутпа унта капланнăн
Хум-хăйăр çырана юхать.
Вара тăрă шывран, курсах тăр,
Тухаççĕ вăтăр хÿхĕм паттăр,
Вĕсемпеле асли тухать.

Унта маттур король каччийĕ
Çул май мăнаçлă патшана
Илет-мĕн хăвăрт тыткăна.

Унта вăрман та тинĕс çийĕн
Тухатмăш пĕр пăхать ирех,
çĕклесе каять куç умĕнчех.

Унта патша хĕрĕ салхуллăн
ларать мăнтаррăн тыткăнра
Мĕн хушнине итлесе тăрать
сăр кашкăр - ырă тусĕ ун.

Унта тухатмăш карчăкпа
Çурет шалт тылă пĕр çулпа.

Унта Каçей патшанăн юнĕ
Типсех пырать çăткăнлăхпа.
Унта Русь сывлăшĕ, Русь чунĕ.

Çав шавлă тинĕс хĕрричне
Ĕçсе-çисе хăна эп пултăм.
Çав ешĕл юпана та куртăм.
Аслă кушак ун айĕнче
Юмах каларĕ темĕнччен.

Оригинал на русском языке

У лукоморья дуб зелёный;

Златая цепь на дубе том:

И днём и ночью кот учёный

Всё ходит по цепи кругом;

Идёт направо — песнь заводит,

Налево — сказку говорит.

Там чудеса: там леший бродит,

Русалка на ветвях сидит;

Там на неведомых дорожках

Следы невиданных зверей;

Избушка там на курьих ножках

Стоит без окон, без дверей;

Там лес и дол видений полны;

Там о заре прихлынут волны

На брег песчаный и пустой,

И тридцать витязей прекрасных

Чредой из вод выходят ясных,

И с ними дядька их морской;

Там королевич мимоходом

Пленяет грозного царя;

Там в облаках перед народом

Через леса, через моря

Колдун несёт богатыря;

В темнице там царевна тужит,

А бурый волк ей верно служит;

Там ступа с Бабою Ягой

Идёт, бредёт сама собой,

Там царь Кащей над златом чахнет;

Там русский дух… там Русью пахнет!

И там я был, и мёд я пил;

У моря видел дуб зелёный;

Под ним сидел, и кот учёный

Свои мне сказки говорил.


О переводе

Язык перевода: Чувашский

Переводчик: Александр Алга

Переводы на другие языки

У лукоморья дуб зелёный

Язык перевода: Эскимосский (чаплинский диалект)

У лукоморья дуб зелёный

Язык перевода: Хантыйский

У лукоморья дуб зелёный

Язык перевода: Тувинский

У лукоморья дуб зелёный

Язык перевода: Абазинский

У лукоморья дуб зелёный

Язык перевода: Мансийский

У лукоморья дуб зелёный

Язык перевода: Дигорский